Шырав: сасă кăлар

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сас кăлар, издавать звук. || Сплетничать, распускать слух. Юрк. Ялти йытă çыртасран сасă кăларса ан çӳре (не распускай слух). || Причитать (о покойнике, при похоронах). Н. Яха-к. Чӳклесе пĕтерсен, апат çисе ĕçеççĕ те, икĕ арăм пĕрер курка сăра илсе пӳрт айккине тухса пуçсене чиксе тăрса сас кăлараççĕ. (Пумилкке). Ib. Килти хапхаран тухнă чухне (при похоронах) икĕ арăм кутăн ларса кутăн юрă юрлаççĕ. Мĕлле юрă юрланине пĕлместĕп, анчах ăна „сасă кăларни“ теççĕ. Тата хапхаран тухнă чухне: килсе ан хăраттăр, тесе, вĕри кĕл сапса яраççĕ. Çав ик арăм уй-хапхи патне çитечченех малалла пăхмасăр кутăн юрă юрласа пыраççĕ. Уй-хапхи патне çитсен, вăлсем анса юлаççĕ те, килне тавăрăнаççĕ. Пытарма каякансем, çав ик арăм анса юлсан, лашисене пит хытă чуптарса каяççĕ. Тюрл. Сас кăларни: „Чĕкеç килет сассипе, сан сассăна илтес çок. Кукку килет сассипе, сан сасса илтес çок. Пиртен уйăрăлса кайрăн, пиртен уйăрăлтăн ĕнтĕ. (Суллахай юрлаççĕ). N. Вăл „сасă кăларакан“ арăмсем çинçе сасăпа хаярăн кăшкăрса калаççĕ: „Çуртна-йĕрне пеххилле, ачăна-пăчуна пеххилле“... (Гов. протяжно). Сасă кăларни вăл вилнĕ çыншăн йĕнине пĕлтерет. Сасă кăлармасан, вилнĕ çын: маншăн йĕмеççĕ те, тесе, пит хурланат, тет. Сасă кăларнине илтсен: маншăн йĕреççĕ иккен, тесе, савăнат, тет. Вил-йăли. Сасă кăларни тесе вилнĕ çынна пӳртрен илсе тухнă чухне калакан йăлана калаççĕ. Ib. Çав арăмсенчен пĕри, выльăха пусас умĕн, выльăх хăлхи патне пырса „сасă кăларать“, хаярăн сасăпа кăшкăрса калать: умăнта пултăр, çуртна-йĕрне ан асăн, выльăхна-чĕрлĕхне ан асăн, тет. Макка 190°. Вăйлăхсене пусас умĕн, сасă кăлараççĕ, вăл сасă ак çапла: „Çурăм-пуç килет çутăлса, пур кайăк-кĕштĕ хусканса, пур кайăксенĕн те сассисем илтĕнеççĕ, санăн сассу анчах илтĕнмеç“. См. Магн. М. 164, 175.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Сасă (сас) кăлар издавать / издать звук.
Саламат тивнĕ вырăнтан чăртах юн сирпĕнчĕ пулин те, хĕр пĕр сасă та кăлармарĕ, чăтрĕ. И. Тукташ. Шăнкăрч мĕнле-мĕнле кăна сасă кăлармасть-ши?! Т. Петĕркки. Ялан вăйлисем хĕстерсе хуплани Ăна сассине кăларма та паман. С. Элкер. Аставăр, лăпкă ларăр. Пĕр сас та ан кăларăр. С. Лашман.

Çавăн пекех пăхăр:

сас-хура сас-хыпар сас-чĕв сасă « сасă кăлар » сасă ту сасă-палли сасă-чĕвĕ сасă-чӳ сасăлă

сасă кăлар
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150